Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ентешсене асăнса

Ентешсене асăнса

Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта вырăнти паллă спортсменсене — В.Филимонова, А.Курчина, А.Турхана, В.Ласточкина асăнса чăваш наци кĕрешĕвĕ тата ирĕклĕ майпа кĕрешессипе уçă турнир иртнĕ.

Тĕрлĕ округран пуçтарăннă 100 яхăн атлета Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев, республикăри «Кĕрешỹ» федерацийĕн председателĕ Виталий Васильев тата ыттисем саламланă.

Ăмăрту икĕ енĕпе те çивĕч иртнĕ. «Кĕрешỹ» мелĕнче тупăшассинче хăйсен виçисенче пурне те çĕнтерсе пьедесталăн чи çỹлти картлашки çине Давид Крысов, Евгений Абрамов (Çĕнĕ Пăва), Роман Иванов (Аслă Шăхаль) хăпарнă.

«Ирĕклисен» йышĕнче Михаил Миллина (Елчĕк), Тимофей Антонова (Элекçей Тимеш) тата Алексейпе Виталий Порядковсене (Хăвăлçырма-Шупашкар) çитекенсем пулман. Пĕр виçере тупăшнă пĕр тăвансем 1-мĕшпе 2-мĕш вырăнсене пайланă. Мала тухнă атлетсене медальсемпе, хаклă парнесемпе чысланă. Унсăр пуçне чи пултаруллисене 6 номинацире палăртса хавхалантарнă.

Уçă турнира йĕркелесе ирттерессинче Çĕнĕ Пăва ялĕн çамрăкĕсем, уйрăмах Илья Семенов, Дмитрий Лисицын, Алексей Петров тата Турхан ялĕнчи Ростислав Турхан нумай тăрăшнă.

Çакна палăртмалла: Çĕнĕ Пăва шкулĕнче 2011-2015 çулсенче кĕрешỹ секцине Сергей Александров тренер-преподаватель ертсе пынă. Кĕрешмелли мата Виталий Васильев парнеленĕ. Çавăнтан пуçланнă та вара…

Асăннă турнирта ку ялтан тата 6 спортсмен призерсен йышне кĕнĕ. Апла пулсан «тар ĕнчĕкĕнче тар пур иккен-ха».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code